Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Николаев физикӑпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. Вӑл сӑнав тата теори пайӗсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ.
Олимпиадӑна 500 яхӑн шкул ачи хутшӑннӑ. Дмитрий чӑннипех те маттур!
Вӑл пӗлтӗр те олимпиадӑсенче палӑрнӑ - физикӑпа тата географипе. Ҫапла Дмитрий Раҫҫейри кирек хӑш аслӑ шкула ҫак профильсемпе тӳлевсӗрех вӗренме кӗме пултарать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш юсанмалли колонире ларакансем алӑ айӗнчи япаласенчен «Виҫӗ пӑхаттир» инсталляци хатӗрленӗ. Ун айне «Налево пойдешь в темницу попадешь, прямо пойдешь — в светлицу попадешь…» тесе ҫырнӑ вырӑсла. Вырӑс юмахӗнчи сӑнарсем кукӑр ҫул суйламалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Сӑмах май, ку колони ҫирӗп режимлӑ шутланать. Унта пӗрре мар йывӑр преступлени тунӑ арҫынсем лараҫҫӗ.
Ҫак шӑматкун «Звезда» телеканалпа «Звезда-2025» кӑларӑм эфира тухма тытӑннӑ. Унта хутшӑнакансен пултарулӑхне жюри пайташӗсем хаклаҫҫӗ: Виктор Дробыш композитор, Зара, Юлия Савичева, Дмитрий Колдун юрӑҫсем, Роман Емельянов телеертӳҫӗ.
Конкурса Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Ольга Когут. Вӑл ачаранпах пысӑк сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ. Ольга Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗреннӗ. Халӗ вара Мускавра пурӑнать. Ольга юрлать, юрӑсем хайлать.
Сӑмах май, финала тухассишӗн 92 ҫын тупӑшать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ветеран Алексей Афанасьев 101 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. 19 ҫулта чухне Алексей Афанасьев ҫапӑҫура пӗр урине ҫухатнӑ.
Вӑрҫӑ пӗтсен Чӑваш Ен каччи тӑван ялӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ. Ҫарти паттӑрлӑхшӑн ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, Жуков медалӗпе тата ытти наградӑпа чысланӑ.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енре вакансисен ярмӑркки иртӗ.
Ӑна харӑсах ултӑ лапамра йӗркелӗҫ. Ярмӑрккӑ Шупашкара – Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Етӗрне тата Шупашкар муниципалитет округӗсенче – кадр центрӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарта химипе механика техникумӗн професси хатӗрленӗвӗн центрӗнче иртӗ
Ярмӑрккӑн Раҫҫейри тапхӑрне ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ ҫынсем валли «Вдохновение возраста» (чӑв. Ҫулпа хавхаланса) ташӑ фестивалӗ иртнӗ. Ӑна асӑннӑ хулари халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр йӗркеленӗ. Фестивале унти 9-мӗш вӑтам шкулта пуҫтарӑннӑ.
Ташӑ мероприятине Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те хутшӑннӑ.
«Пирӗн пата ҫӳрекен ватӑсем унтан хавхаланса таврӑнчӗҫ. Центртан виҫӗ коллектив пулчӗ. Фестиваль флешмобпа вӗҫленчӗ», — пӗлтереҫҫӗ Шупашкарти комплекслӑ центрта.
Республикӑра кашни ҫулах «Ҫулталӑкри воспитателе» суйлаҫҫӗ. Шупашкарти 200-мӗш ача пахчинче вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Тепӗр кунхине конкурс 7-мӗш ача пахчинче пулнӑ.
Жюри вӗсен профессионал пахалӑхне кӑна мар, аудитори умӗнче тухса калаҫма пӗлнине те хакланӑ. 22 воспитательтен чи лайӑххисене суйлама ансат пулман.
Пилӗк лауреата палӑртнӑ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти Наталия Андреева, Канаш округӗнчи Марина Васильева, Шупашкар округӗнчи Мария Емельянова, Шупашкарти Дарья Жигарь, Ҫӗрпӳ округӗнчи Зинаида Павлова.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин тата химипе бактериологи лабораторийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче Ҫавал тата Ӑшӑ юханшывӗсене тӗрӗсленӗ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Шыв ҫинче ҫу евӗр хура шӗвек пулнине асӑрханӑ. Унран шӑршӑ кӗнӗ.
Лаборатори тӗпчевӗ Ҫавалта нефтепродуктсен норми 156 хут нумайрах пулнине палӑртнӑ. Вырӑна ШӖМ ӗҫченӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем факта ҫирӗплетнӗ. Ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри палла юрӑҫсенчен пӗрне, Типшӗм Сашука, таҫта та хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫакна унӑн ӗҫ графикӗ те ҫирӗплетсе парать.
Пултаруллӑ артистӑн ҫывӑх вӑхӑтра канмалли кун та ҫук тейӗн. Унӑн кашни кунах е концерт, е корпоратив.
Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, артист Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлта концерт лартса парӗ; ыран — Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче; пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче — Муркаш районӗнчи культура ҫуртӗнче; пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнче; пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑшра.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче артист пауэрлифтинг енӗпе иртекен Чӑваш Енӗн кубокне хутшӑнӗ, спортпа туслӑҫкер унта вӑл хӑй те ӑмартӗ.
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче артист Чӗмпӗр облаҫӗнче пулӗ, 29-мӗшӗнче ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти туя илем кӳме чӗннӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |